Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
29 Ноябрӗн , 12:30

Раççей-Казахстан форумра 800 ытла ĕçлĕ калаçу ирттернĕ

Ĕпхÿре Раççейпе Казахстанри бизнес-пĕрлĕхĕн представителĕсен тĕлпулăвĕ иртнĕ, унта пĕрлĕхĕн малашлăхне сÿтсе явнă.

Раççей-Казахстан форумра 800 ытла ĕçлĕ калаçу ирттернĕ
Раççей-Казахстан форумра 800 ытла ĕçлĕ калаçу ирттернĕ

Мероприятие тĕрлĕ отрасль представителĕсен 800 ытла компанийĕ - сĕтел-пукан, эмел препарачĕсем, кондитер çимĕçĕсем, тумтир, нефть, апат-çимĕç тата ытти тавар туса кăларакансем - хутшăннă.

Тĕлпулура 306 компани пулнă, вĕсенчен 128-шĕ – Казахстанран, 122-шĕ — Пушкăртстанран, 56-шĕ - Раççейĕн ытти регионĕсенчен. Мероприяти вăхăтĕнче 800 ытла калаҫу ирттернĕ. Вĕсенче компанисем Раççейпе Казахстан хушшинчи хутшăнусене çирĕплетме пулăшасси çинчен калаçса татăлнă.

Тĕлпулукăтартăвĕсем тăрăх, усламçăсем пĕрле ĕçлесси ҫинчен 80 документ алă пуснă. Тĕслĕхрен, пушкăрт компанийĕ Казахстанра медицина сĕтел-пуканĕ тăвĕ, Пушкăртстанри темиçе компани Казахстанри кондитер фабрикипе пĕрле ĕçлесе хăйсен кондитер çимĕçĕсен суту-илĕвне анлăлатма пултарĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: