Пур хыпар та
Экономика
20 Декабрӗн 2024, 10:15

Владимир Путин Раççейри экономика лару-тăрăвне хак панă

Ĕнер, декабрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче, «Владимр Путинпа çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем» тÿрĕ линире çĕршыв пуçлăхĕ экономика ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăнă.

Владимир Путин Раççейри экономика лару-тăрăвне хак панă
Владимир Путин Раççейри экономика лару-тăрăвне хак панă

«Пĕтĕмĕшле Раççейре экономика лару-тăрăвĕ йĕркеллĕ те çирĕп. Тулаш енчен килекен хăрушлăхсене пăхмасăр аталанатпăр. Экономика ÿсĕмĕ 3,9 процент пулмалла, 4 процента та çитме пултарать. Икĕ çул хушшинче экономика ÿсĕме 8 процентпа танлашрĕ. Çĕршывра ĕçсĕрлĕх кăтартăвĕ рекордла виçепе чакрĕ – вăл 2,3 процента çитрĕ. Промышленность ÿсĕмĕ 4,4 процентпа танлашрĕ, таварсем туса кăларакан промышленноçра – 8,1 процент, уйрăм отрасльсенче кăтарту тата пысăкрах.

Пирĕн яланах апат-çимĕç хатĕрлесси ÿсет – кашни çул 3 процент. Какай туса илессипе эпир хамăра-хамăр 100 проценчĕпех тивĕçтеретпĕр», - тенĕ Владимир Путин.

Çавăн пекех вăл хаксем ÿсни çинче те чарăнса тăнă.

«Тавар хакĕсем ĕçлекен çынсен тупăшне тивĕçтермелле. Тавар туянасси çĕршывра туса кăларакан продукцин калăпăшĕпе тÿр килмелле», - палăртнă çĕршыв ертÿçи.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: