Пур хыпар та
Экономика
18 Нарӑсӑн , 14:45

Регионти пĕтĕмĕшле продукци 2,8 трлн тенкĕпе танлашнă

Республикăри Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулта Пушкăртстанри пĕтĕмĕшле продукци 2,8 триллион тенке çитнĕ. Çулталăк хушшинче экономика ÿсĕмĕ 4,7 процентпа танлашнă. Лайăх кăтартусем инвестицисен, промышленность, строительство, суту-илÿ, ял хуçалăх сферисенче палăрнă. Çакăн пирки ПР правительствин пресс-служби пĕлтернĕ.

Регионти пĕтĕмĕшле продукци 2,8 трлн тенкĕпе танлашнă
Регионти пĕтĕмĕшле продукци 2,8 трлн тенкĕпе танлашнă

Пушкăртстан Правительствин премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ – ПР инвестици политикипе экономика аталанăвĕн министрĕ Рустам Муратов палăртнă тăрăх, 2024 çулта промышленность производствин индексĕ 105,4 процентпа танлашнă. Кунта продукци туса кăларакан производство пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă, унăн индексĕ - 108,1%. 2024 çулта строительство ĕçĕсен калăпăшĕ 480 миллиард тенкĕрен иртнĕ, 2023 çулхи шайпа танлаштарсан, 108,2 процента çитнĕ. Пĕтĕмĕшле 3 млн тăваткал метр ытла çурт-йĕр хута янă. Иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсене илес пулсан, уйрăм суту-илÿ çаврăнăшĕ 12,3% таран хăпарнă.

Республикăра пурăнакансен пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи те ÿснĕ. 2024 çулхи 11 уйăх кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн 65,3 пин тенкĕпе танлашнă. Çав вăхăтрах ĕçсĕрлĕх шайĕ çулталăк вĕçĕ тĕлне 1,4 процента çитнĕ. Граждансен тупăшĕсем ÿсни вырăнти бизнеса, пĕтĕмĕшле экономикăна аталантарма май панă.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: