Пур хыпар та
Экономика
11 Мартӑн , 12:00

Çĕнĕ резидент автошкул уçма палăртать

Белорецкра социаллă тата экономика пурнăçне мала иртсе аталанакан территори (ТОСЭР) реестр шутне кĕнĕ çĕнĕ резидент автошкул уçĕ. Çакăн пирки Пушкăртстанри Экономика аталанăвĕн министерствин пресс-служби пĕлтернĕ.

Çĕнĕ резидент автошкул уçма палăртать
Çĕнĕ резидент автошкул уçма палăртать

«Регион 102 Белорецк» ООО çул-йĕр правилисене вĕрентекен хушма занятисен центрне уçма 30 млн тенкĕ тăкаклĕ. Правительствăн пĕрремĕш вице-премьерĕ – ПР экономика аталанăвĕн тата инвестици политикин министрĕ Рустам Муратов ăнлантарса панă тăрăх, резидент çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕрентекен тата вĕсемпе пурнăçра усă курма хăнахтаракан ятарлă вĕренÿ комплексĕ йĕркелĕ.

 - Белорецкра çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене алла илме пулăшакан хушма занятисен центрне уçни çулсем çинчи аварисен шутне чакарма, водительсен пĕлĕвне ÿстерме пулăшать, региона çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе те тивĕçтерет, - тенĕ Рустам Муратов.

 «Белорецк» социаллă тата экономика пурнăçне мала иртсе аталанакан территори (ТОСЭР) реестр шутне кĕнĕ çĕнĕ резидент 2025-2028 çулсенче инвестици проектне пурнăçа кĕртме тата 10 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçма палăртать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта компани проект докуменчĕсене хатĕрлĕ, экспертиза тăвĕ, çавăн пекех çĕр лаптăкне тара илесси çинчен калаçса татăлĕ. Автошкула 2025 çулхи иккĕмĕш çурринче хăпартма тытăнĕç.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: