Пушкăртстанри правительствăра республикăра сĕт продукцийĕ валли хут савăтсем – 180-500 мл калăпăшлă стакансем тума сĕннĕ.
Проекта пĕр предприниматель тăратнă, вăл çак ĕçе пурнăçлама инвестор шырать. Предприяти тума тата оборудовани туянма 1,5 млрд тенкĕ кирлĕ пулма пултарать. Производствăна пилĕк хуларан пĕринче вырнаçтарма палăртаççĕ. Вĕсен шутне Пелепей, Благовещенск, Кумертау, Нефтекамск тата Туймазă хулисем кĕреççĕ.
Юлашки пилĕк çул хушшинче Раççейре сĕт суса илесси 3,2 млн тонна ÿснĕ. Çавна пула савăт ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Пушкăртстанри, Тутарстанри, Челябинск облаçĕнчи тата Удмурт Республикинчи сĕт продукцийĕ тăвакан заводсене хут стакансем кирлĕ пулма тивĕç. Вĕсем пурĕ 20 предприятие яхăн.
Шутланă тăрăх проект хăйĕн хакне тăватă çултан татма пултарĕ. Çулталăкне предприяти 6 159 млн хут стакан кăларĕ. Вунă çул хушшинчи тупăш 2,6 млрд тенкĕпе танлашĕ. Предприятире 135 çын валли ĕç вырăнĕ уçăлĕ.