Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
19 Мартӑн 2025, 11:19

Мароккăна шротăн пĕрремĕш партине ăсатнă

Маячный ялĕнчи çу заводĕнче туса кăларакан хĕвел çаврăнăш шротне пĕрремĕш хут Куюргазă районĕнчи Ермолаево станцинчен бункер-вакунсене тиесе ăсатнă.

Мароккăна шротăн пĕрремĕш партине ăсатнăМароккăна шротăн пĕрремĕш партине ăсатнă
Мароккăна шротăн пĕрремĕш партине ăсатнă

Çирĕм пилĕк кун хушшинче 3,5 пин тонна тиев Танжер-Мед порта çитĕ.

Ведомствăра тиевсене чугун çул тăрăх Афикăна, çавăн пекех Иран, Инди, Çывăх Хĕвел тухăç çĕршывĕсене тăтăшах ăсатасса шанаççĕ. Çак ĕç валли Çурçĕр – Кăнтăр тĕнчери транспорт коридорĕпе усă курма палăртаççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас