Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
3 Апрелӗн 2025, 06:35

Апат-çимĕç производствинче 22 инвестици проекчĕ пурнăçланать

Хальхи вăхăтра Пушкăртстанра апат-çимĕç промышленноçĕнче пĕтĕмĕшле 13,7 млрд тенкĕлĕх 22 инвестици проекчĕ пурнăçа кĕрет.

Апат-çимĕç производствинче 22 инвестици проекчĕ пурнăçланатьАпат-çимĕç производствинче 22 инвестици проекчĕ пурнăçланать
Апат-çимĕç производствинче 22 инвестици проекчĕ пурнăçланать

Танлаштарма: 2020 çултан пуçласа ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларас енĕпе 8 инвестици проекчĕ пурнăçланнă. Çак тĕллевпе 3,5 млрд тенкĕ укçа уйăрнă. Кун пирки правительствăн оперативлă канашлăвĕнче ПР правительствин премьер-министрĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ.

Малашлăхлă та пĕлтерĕшлĕ проектсем: Кандры салинчи элеватор никĕсĕ çинче валеçмелли-логистика центрĕ йĕркелесси, аш-какайран тунă техĕмлĕ çимĕç, тĕрлĕ кăлпасси кăларассипе çыхăннă проектсем. Ача-пăча апатланăвĕ валли типĕ сĕт продукчĕсем туса илекен проект Мелеуз хулинчи сĕт-çу комбиначĕн никĕсĕ çинче пурнăçланать. Çÿлерех асăннă продукцие 10 пин тонна кăларма палăртаççĕ. Çак проект Раççейшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, вăл ача-пăча апатланăвĕн индустрине аталантармалли вырăн пулса тăрĕ. Унсăр пуçне Пелепей хулинчи сĕт-çу комбиначĕн никĕсĕ çинче çулталăкне 3 пин тонна ытла туса илекен çемçе сырсен цехне хăпартаççĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас