Тулашри экономика çыхăнăвĕсене аталантарма Беларусипе Казахстанри, Узбекистанрипе Китайри, Пĕрлешнĕ Араб Эмирачĕсемпе Турцинчи Раççейĕн суту-илÿ представительствисем çумĕнчи Пушкăртстан представительстви пулăшать. 2024 çулта асăннă çĕршывсемпе çыхăннă çаврăнăш тулашри суту-илÿ çаврăнăш калăпăшĕн çурринчен иртнĕ.
Пушкăртстанра экспортер-компанисене пулăшу памалли мерăсем тухăçлă пурнăçланаççĕ. Пур мелсемпе те тухăçлă усă курни региона энергетика отрасльне кĕмен чĕр тавар мар экспортăн калăпăшне 0,3% ÿстерме май панă. Пĕтĕмĕшле кăтарту 55,9% танлашнă. Çакă 2023 çулччен «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕ шайĕнче лартнă тĕллеве пурнăçлама тунă пĕлтерĕшлĕ утăм шутланать. 2023 çулхипе танлаштарсан энергетика отрасльне кĕмен чĕр тавар мар экспортăн кăтартăвне 2/3 ÿстерме палăртаççĕ.