Ведомство кăтартăвĕсем тăрăх, 2020 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа Пушкăртстанра «Ял ипотеки» программăпа 5 833 килĕшÿ тунă. Çапла майпа республика асăннă программăпа анлă усă куракан регионсенчен пĕри пулса тăнă. Çавăн пекех малтисен шутне Удмурт Республикипе Омск облаçĕ, Тутарстан Республикипе Ставрополь крайĕ кĕнĕ.
- Республикăра пурăнакансем «Ял ипотеки» программăпа паянхи кун та анлă усă кураççĕ. Ытларах асăннă патшалăх программипе харпăрлăхра пулнă çурт-йĕр тата çĕр лаптăкĕллĕ çуртсем туянаççĕ. Сайра хутра хăпартакан çуртсем илеççĕ. Ипотекăна регистрацилес процеса ведомство пысăк тимлĕх уйăрать: килĕшÿсене кĕске вăхăт хушшинче пăхса тухаççĕ, - каласа панă Росреестрăн Пушкăртстанри управлени ертÿçи Петр Клец.
Тĕп заемщиксем – хуласенче пурăнакан, хула çывăхĕнчи ялсенче çурт-йĕр туянакан çынсем. Кивçен илекенсене пĕчĕк ставка, çурт хакĕ пĕтĕмĕшле йÿнĕ пулни илĕртет. Росреестрăн Пушкăртстанри управленин кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн ял ипотекипе усă курса ытларах Иглинпа Ĕпхÿ, Çтерлĕпе Кармаскалă, Архангельскпа Чишма районĕсенче çурт-йĕр туянаççĕ.