Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
16 Апрелӗн 2025, 10:50

Раççей хура тул кĕрпине икĕ хут ытларах экспорта ăсатнă

Раççей 2025 çулхи январь-март уйăхĕсенче хура тул кĕрпине икĕ хут ытларах экспорта янă. Виçĕ уйăх хушшинче чикĕ леш енне 110 пин тонна ăсатнă тесе пĕлтернĕ ПР Ял хуçалăх министерствинче.

Раççей хура тул кĕрпине икĕ хут ытларах экспорта ăсатнăРаççей хура тул кĕрпине икĕ хут ытларах экспорта ăсатнă
Раççей хура тул кĕрпине икĕ хут ытларах экспорта ăсатнă

Паянхи кун тĕлне Раççей хура тул кĕрпине ытларах Китай Халăх Республикине экспорта ярать. Кăтартусем тăрăх, Китая пĕрремĕш кварталта чикĕ леш енне ăсатнă хура тул кĕрпин пĕтĕмĕшле калăпăшĕнчен 96% экспорта ăсатнă. Çавăн пекех импортер-çĕршывсен шутне Турципе Ирак кĕнĕ. Вĕсем 1% яхăн продукци туяннă. Çав вăхăтрах Турци Раççей хура тул кĕрпине ытти çулсемпе танлаштарсан нумайрах туянма пуçланă. Унсăр пуçне Ирак пуçласа асăннă кĕрпене Раççейрен илнĕ.

 - Пушкăртстан хура тул çитĕнтерессипе малта пыракан Раççейри виçĕ регион шутне кĕнĕ. Иртнĕ çулхине хуçалăхсенче пĕтĕмĕшле 83,5 пин тонна тухăç пуçтарса илнĕ. Хура тул кĕрпин пĕр пайне ытти регионсене ăсатаççĕ, унта вĕсенчен хатĕр продукци тăваççĕ тата сутăва тăратаççĕ, çав шутра экспорта та ăсатаççĕ. 2024 çулта Пушкăртстанран экспорта 33 пин долларлăх 567 тонна хура тул янă. Ытларах ăна Казахстан туянать, - ăнлантарса панă ПР Ял хуçалăх министерствинче.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас