Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
18 Апрелӗн 2025, 07:30

Туризмпа çыхăннă икĕ инвестици проектне ырланă

Апрель уйăхĕн 17-мĕшĕнче Республика Çуртĕнче иртнĕ инвестици сехетĕнче туризм сферинчи икĕ проекта малашлăхлă та пĕлтерĕшлĕ статус панă. Инвесторсем налог çăмăллăхĕсемпе усă курма пултарĕç, çавăн пекех вĕсене тара паракан çĕр лаптăкĕсене çырса хатĕрлеме пулăшĕç.  

Туризмпа çыхăннă икĕ инвестици проектне ырланăТуризмпа çыхăннă икĕ инвестици проектне ырланă
Туризмпа çыхăннă икĕ инвестици проектне ырланă

«Вечный зов» компани Белорецк хулинче 12 хутлă апарт-отель хăпартма палăртать. Çуртра 190 номер, ресторан, конференци зонисем тата СПА-салон вырнаçĕç. Отелĕн хакĕ 900 млн тенкĕпе танлашĕ. Кунта 37 ĕç вырăнĕ пулĕ.

«Ново-Групп» компани Архангельск районĕнче «Инзерское плато» кану бази йĕркелеме план тунă. Инвестора лапам тупма пулăшнă, унта пурăнмалли модульсем, кафе-ресторан, сывлăха сиплемелли блоксем, канупа спорт зонисем, экосукмак пулĕç. Туризм базинче çемьесем канма, СВО ветеранĕсем сывлăхĕсене сиплеме пултарĕç. Проекта 620,8 млн тенкĕ хывĕç. Кану бази уçăлнă хыççăн унта 17 çын ĕçлĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас