

Куйбышев чугун çул ертÿçин çумĕ Дмитрий Новиков Пушкăртстан территоринче пилĕк çул хушшинче электричкăсен 70 процентне çĕнетнине пĕлтернĕ. Çапла республикăна 88 çĕнĕ вагон илсе килнĕ, çав шутра улттăшĕ «Ласточка» электропоезд валли, иккĕшĕ – «Финист».
Техникăна çĕнетни Ĕпхÿ хула агломерацин территоринче ирттерекен çул вăхăтне 20-25 минута чакарма май панă. Халĕ районсенчен хула центрне поездпа часрах çитме пулать.
Юлашки ултă çул хушшинче Дема-Шакша участокра турттарнă пассажирсен шучĕ те самай ÿснĕ – çулталăк хушшинче 1,1 млн çынран пуçласа 2,8 млн çын таран. 2024 çулта хула çывăхне çÿрекен поездсемпе 5,7 млн çын усă курнă.