

Инвестор пир-авăр производствине уçма, унăн каяшĕсене тепĕр хут ĕçе яма палăртать. Проект хакĕ 326,5 млн тенкĕпе танлашĕ, вăл Пушкăртстанри чи кирлĕ проектсен шутне кĕрет.
Предприятинче кивĕ пир-авăртан, унăн каяшĕсенчен кĕççе, çип, пир, кĕленче пир производстви хута ярĕç. Пурĕ заводра 126 ĕç вырăнĕ уçăлĕ.
Компание пулăшу туса суту-илÿ аукционĕ ирттермесĕрех арендăна çĕр уйăрса парĕç. Пушкăртстан аталанăвĕн корпорацийĕн специалисчĕсем çĕр лаптăкĕ хурал зонине кĕнине, аренда, инженер сечĕсемпе çыхăнтарас ыйтăвĕсене пăхса тухнă. Хăш-пĕр производство линийĕсене 2026 çулта, пĕтĕм корпуссене 2027 çулта хута яма палăртаççĕ.