

Компани хулара 195 млн тенкĕлĕх консерв заводне хăпартма палăртни çинчен пĕрремĕш вице-премьер – Пушкăртстан экономика аталанăвĕн министерствин пуçлăхĕ Рустам Муратов пĕлтернĕ.
Экологи тĕлĕшĕнчен таса районта çитĕнтернĕ выльăх ашĕнчен хатĕрленĕ консерв производстви уçма палăртаççĕ. Унта 39 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлĕ. Инвестор проекта 2025-2030 çулсенче пурнăçласшăн. 2029 çулта компани тулли хăватлăха тухса 1,3 млрд тенкĕлĕх 6,8 млн банка продукци туса кăларма палăртать.
Çĕнĕ производствăра татăклă аш, пахча çимĕçпе аш, кĕрпепе аш консервисем, паштетсем тата тимĕр, кĕленче савăтсенчи тĕрлĕ консервăсем кăларма шутлаççĕ.
Компанин учредителĕ - Арсен Рубинов, организацие Гульнара Резяпова ертсе пырать. Пуçаруçăсен асăннă отрасльте опыт тата хăйсен суту-илÿ сечĕ («Марино» магазин тата «Нефтекамскри аш-какай комбиначĕ») пур.
Асăннă компани социаллă тата экономика пурнăçне мала иртсе аталанакан территори резиденчĕсен шутне кĕнĕ май тупăш, пурлăх, аренда налукĕсен çăмăллăхĕсене тивĕçет. Резидент статусĕ инвесторсене çĕр лаптăкне суту-илÿ аукционĕсĕр арендăна илме май парать.