

Автоцистернăсене Çтерлĕ хулинчи, Нуриман районĕнчи Павловка салинчи тата Ĕпхÿ районĕнчи Шамонино ялĕнчи пушар чаçĕсене ăсатĕç. Нумай функциллĕ машинăсемпе çитме йывăр территорисенче тухнă вут-çулăма хăвăрт та пысăк çухатусемсĕр сÿнтерме пулать. Çав шутра вăрман тата ландшафт пушарĕсене хирĕç кĕрешме май пур.
Çаклатмалли пушар техникисене Абзелилпа Архангельск, Аскинпа Авăркас, Баймакпа Иглин, Ишимбайпа Кармакаслă тата Нуриманпа Хайбулла районĕнсенче хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленнĕ пушар командисем илме тивĕçнĕ. Асăннă техникăпа профессилле подразделенисем килсе çитиччен шыв тата вут-çулăмпа кĕрешекен хатĕрсене пушар вырăнне илсе çитерме пулать.