Урал сасси
+28 °С
Облачно
Экономика
14 Мая 2025, 10:00

Агропромышленность производстви 8,5% ÿснĕ

Пушкăртстанра агропромышленность комплексĕн производстви ÿснĕ. 2025 çулти пĕрремĕш кварталти регионти АПК продукцин индексĕ 108,5 процентпа танлашнă тесе пĕлтернĕ республикăри ял хуçалăх министерствин пресс-служби.

Агропромышленность производстви 8,5% ÿснĕАгропромышленность производстви 8,5% ÿснĕ
Агропромышленность производстви 8,5% ÿснĕ

 - Кăтартăва кăçалхи январь-март уйăхĕсенче ял хуçалăх тата апат-çимĕç промышленность продукцийĕсен калăпăшĕсене шута илсе никĕсленĕ. Вăл республикăра апатлану продукцийĕсем туса кăларнин шайне кăтартса парать. Уй-хиртен, фермăран пуçласа лавккари сентресем таран, - ăнлантарса панă ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.

2025 çулти пĕрремĕш кварталти ял хуçалăх продукцийĕсем туса илнĕ калăпăш 33,8 млрд тенкĕпе танлашнă (индекс – 101, 6%), апат-çимĕç продукцийĕ – 42,6 млрд тенкĕ (индекс – 113,9%), ĕçмесен – 8 млрд тенкĕ (индекс – 110,5%).    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас