Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
3 Июнӗн 2025, 07:00

Республикăра пурăнакансем банксене 3,7 тонна тимĕр укçа илсе килсе панă

Вак укçа эрнинче Пушкăртстанра пурăнакансем банксене 765 пин тимĕр укçа илсе килсе панă. Вĕсен хисепĕ 3,8 млн тенкĕпе танлашнă, виçи – 3,7 тонна тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри Наци банкĕ.

Республикăра пурăнакансем банксене 3,7 тонна тимĕр укçа илсе килсе панăРеспубликăра пурăнакансем банксене 3,7 тонна тимĕр укçа илсе килсе панă
Республикăра пурăнакансем банксене 3,7 тонна тимĕр укçа илсе килсе панă

Вак укçа йышăнассипе çыхăннă черетлĕ кампани Раççей Банкĕн пуçарăвĕпе мĕнпур çĕршывĕпе иртнĕ. Акцие кредит организацисемсĕр пуçне лавкка сечĕсем те хутшăннă. Кăмăл пуррисем комисси тÿлемесĕр вак укçасене хут укçапа улăштарма, банксенче вĕсене счет çине куçарма пултарнă.

Асăннă акцине Пушкăртстанри хуласемпе районсем хастар хутшăннă. Ытларах çынсем вунă тенкĕлĕх вак укçа илсе килнĕ – мĕнпур хисепрен пĕрре виççĕмĕш пайĕ. Иккĕмĕш вырăнта – пĕр тенкĕлĕх укçа, виççĕмĕш вырăнта – иккĕ тата пилĕк тенкĕлĕххисем. Çапла майпа тĕрлĕ номиналлă тимĕр укçа пухăннă.

Унччен иртнĕ икĕ акци вăхăтĕнче республикăра пурăнакансем 840 пин вак укçа илсе килнĕ. Вĕсен хисепĕ 3,7 млн тенкĕпе танлашнă, виçи – тăватă тонна.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас