Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
23 Июнӗн 2025, 05:00

Петербургри форумра - Пушкăртстан каллех виççĕмĕш вырăнта

Июнь уйăхĕн 18-21-мĕшĕсенче Петербургри XXVIII Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ (ПМЭФ-2025) иртнĕ. Кăçал унта 92 çĕршывран 20 пин представитель хутшăннă.

Петербургри форумра - Пушкăртстан каллех виççĕмĕш вырăнтаПетербургри форумра - Пушкăртстан каллех виççĕмĕш вырăнта
Петербургри форумра - Пушкăртстан каллех виççĕмĕш вырăнта

Форумра пĕтĕмĕшлĕ 6,3 трлн тенкĕлĕх 1 060 килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ инфраструктура проекчĕсемпе, энергетикăпа тата çĕнĕ технологисемпе çыхăннă.

Экономика форумне ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров ертсе пыракан республика делегацийĕ те хутшăннă. Петербургри Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕн участникĕсем республика стенчĕ çинче Пушкăртстанăн инвестици, туризм, промышленность тата наукăпа вĕрентÿ хăвачĕпе паллашма пултарнă. Регион влаçĕсем тĕрлĕ отрасльте тăрăшакан компанисемпе темиçе теçетке çĕнĕ килĕшÿ алă пуснă. Петербургри Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕн мероприятийĕсенче республика делегацийĕ 42 тĕлпулу ирттернĕ.

Çапла Пушкăртстан 33 килĕшÿ тунă, вĕсенчен 15-шĕ инвестицисемпе çыхăннă (пĕтĕмĕшле 100 млрд тенкĕлĕх).

Пушкăртстан Республики регионсенчи инвестици климачĕн наци рейтингĕнче каллех виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çакăн пек пысăк кăтартусене экспертсем Пушкăртстанăн вăйлă управлени команди пулнипе çыхăнтарнă.     

Петербургри форумра - Пушкăртстан каллех виççĕмĕш вырăнта
Петербургри форумра - Пушкăртстан каллех виççĕмĕш вырăнта
Петербургри форумра - Пушкăртстан каллех виççĕмĕш вырăнта
Петербургри форумра - Пушкăртстан каллех виççĕмĕш вырăнта
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас