Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
16 Июлӗн 2025, 10:00

Китайпа хĕвел çаврăнăш çăвĕн суту-илĕвне йĕркеленĕ

Пушкӑртстанри çу тăвакан чи пысӑк предприятисем 2025 ҫулхи ултӑ уйӑх хушшинче Китая 8,6 пин тонна тасатман (нерафинированное) хӗвел ҫаврӑнӑш ҫăвĕ сутнă.

Китайпа хĕвел çаврăнăш çăвĕн суту-илĕвне йĕркеленĕКитайпа хĕвел çаврăнăш çăвĕн суту-илĕвне йĕркеленĕ
Китайпа хĕвел çаврăнăш çăвĕн суту-илĕвне йĕркеленĕ

«Китайпа килĕшÿ тунă тăрăх, хӗвел ҫаврӑнӑш çăвне хатĕрлес ĕçе ана çинче ÿснинчен пуçласа хатĕр продукци таран тĕрĕсленĕ», – тесе палӑртнӑ надзор ведомствинче.
Китайри Тĕп таможня управленийĕ ыйтнипе чукун ҫулпа ăсатмалли 391 резервуартан суйласа илнӗ тĕслĕхсене регионти Россельхознадзор управленин лабораторийӗнче тĕрĕсленĕ. Тӗпчев кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, хӑрушӑ организмсене тупса палӑртман. Пушкӑртстанра тунă хӗвел ҫаврӑнӑш ҫӑвӗ импортер ҫӗршыв ыйтнине тивӗҫтерет. Аса илтеретпӗр, «Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательство» наци тĕллевĕпе «Халӑхсен хушшинчи коопераципе экспорт» наци проекчӗ пурнӑҫланать. Унӑн тӗллевӗ – 2030 ҫул тӗлне чӗр тавар мар тата энергетика шутне кĕмен таварсен экспортне 70 процента çитересси.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас