Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
16 Июлӗн 2025, 11:00

Пушкӑртстан 26 пин кубометр ытла хӑма чикĕ леш енне ăсатнă

Россельхознадзорӑн регионти управленийӗнче Пушкӑртстанри йывӑҫа тирпейлекен предприятисем 2025 ҫулхи ултă уйăх хушшинче 26 пин кубла метр ытла хӑма экспорта ăсатни çинчен пĕлтернĕ.

Пушкӑртстан 26 пин кубометр ытла хӑма чикĕ леш енне ăсатнăПушкӑртстан 26 пин кубометр ытла хӑма чикĕ леш енне ăсатнă
Пушкӑртстан 26 пин кубометр ытла хӑма чикĕ леш енне ăсатнă

Пушкӑртстанран  йывăç материалсене ҫичӗ ҫӗршыва - Азербайджана, Афганистана, Казахстана, Киргизине, Таджикистана, Туркмение тата Узбекистана - ӑсатнӑ. Маларах 623 хăма партине Россельхознадзор çумне çирĕплетнĕ Пушкӑртстанри сӑнав лабораторийӗнче тĕрĕслев витĕр ирттернĕ. Тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, хӑрушӑ карантин объекчӗсене тупса палӑртман, йывăç материалӗсем импортер ҫӗршывсен фитосанитари хӑрушсӑрлӑхӗ ыйтнине тивӗҫтереҫҫӗ. Пӗтӗмпе Россельхознадзор управленийĕ  623 фитосанитари сертификатне хатӗрленӗ.

Аса илтеретпӗр, "Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательство" наци тӗллевӗпе "Халӑхсен хушшинчи коопераципе экспорт"наци проекчӗ пурнӑҫланать.

 Унӑн тӗллевӗ - 2030 ҫул тӗлне чӗр тавар мар тата энергетика шутне кĕмен таварсен экспортне 70 процента çитересси.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас