

Йалана кĕнĕ тăрăх, кăмăс тăвассипе Пушкăртстан çĕршывра яланах пĕрремĕш вырăнта пырать. Районсем хушшинче вара Абзелил, Элшей, Пелепей, Баймак, Учалă тата ытти тăрăхсем шутланаççĕ.
«Пушкăрт кăмăсĕ ют çĕршывсенче пурăнакансене килĕшет. Çавăнпа та вăл экспорта ăсатакан чи пĕлтерĕшлĕ те усăллă ĕçме пулса тăрать», - палăртнă Радий Хабиров.
Сăмахран, иртнĕ çул кăмăс тата кăмăс напитокĕсене Пушкăртстан 6,4 пин тонна Казахстанпа Кăркăстана сутнă.
«Эпир кăмăс хатĕрлекенсене патшалах шайĕнче пулăшассине малалла та тăсăпăр. Лаша ĕрчетесси вăл Пушкăртстанăн йăли-йĕрки çеç мар, вăл экономикăн пĕр пысăк пайĕ пулса тăрать, унăн анлă та çутă малашлахĕ пур. Халĕ шăпах кăмăс вăхăчĕ, çавăнпа та ăна ĕçме тăрăшăр, сывлăхлă пулăр», - тесе пĕтĕмлетнĕ Пушкăртстан Пуçлăхĕ.