Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
26 Июлӗн 2025, 06:00

Ĕпхÿ ҫывӑхӗнчи кондитер производствине 136 млн тенкӗ хывĕç

Иглин районӗнче ҫӑкӑр-булка тата кондитер изделийӗсен производствине уçма хатӗрленеҫҫӗ.

Ĕпхÿ ҫывӑхӗнчи кондитер производствине 136 млн тенкӗ хывĕçĔпхÿ ҫывӑхӗнчи кондитер производствине 136 млн тенкӗ хывĕç
Ĕпхÿ ҫывӑхӗнчи кондитер производствине 136 млн тенкӗ хывĕç

«Тутлă тĕнче» («Вкусный мир») компани хуçисенчен пĕри Рафаэль Загидуллин «Инвестици сехечĕ» канашлура проект хакӗ 136,5 млн тенкӗпе танлашнине пӗлтернӗ. Ун сăмахĕ тӑрӑх, вĕсем 3,9 пин тӑваткал метрлӑ технологи комплексне туса лартма тата ӑна хальхи апат-ҫимӗҫ оборудованийӗпе тивӗҫтерме палӑртаççĕ. Предприятире 60 ытла ҫын  валли ĕç вырăнĕ уçăлĕ.

- Проекта Иглино ялӗ ҫывӑхӗнче пурнӑҫлама хатӗрленетпӗр. Инвестицисен калӑпӑшӗ, эпир шутланӑ тӑрӑх, 136,5 млн тенкӗпе танлашӗ. Унта 61 çын ĕçлеме пултарĕ. Пирӗн пуçаруçă тата директор Кудрат Сиддиков предприниматель Ӗпхӳ районӗнчи Кириллово ялӗнче ҫӑкӑр-булка тата кондитер изделийӗсем туса кӑларас енӗпе ӗҫлет. Инвестпроекта 2025-2027 ҫулсенче пурнăçлама палăртатпăр - тенӗ Рафаэль Загидуллин.

Пулас

производствӑра ҫӗнӗ технологисемпе усă курĕç, çав шутра продукцие хăвăрт шăнтассипе (шоковая заморозка) те. Ҫакӑ апат-ҫимӗҫе упрамалли вӑхӑта ӳстерĕ,  вӗсене аякри регионсене, тен, экспорта ӑсатма та май парĕ.

 Республикӑри инвестици комитечӗ проекта чи кирлисен шутне кĕртнĕ. Инвестор налук çăмăллăхĕсене тивĕçме пултарӗ. Иглин район администрацийӗ компание ҫӗр лаптӑкне арендӑна илме пулӑшӗ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас