Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
29 Июлӗн 2025, 10:00

Азербайджана 18,5 тонна кăркка ашĕ ăсатнă

Раççей ял хуçалăх надзорĕн  Пушкăртстанри уйрăмĕ кăркка ашĕнчен хатĕрлесе шăнтнă 18,5 тонна çурма фабриката тĕрĕсленĕ. Продукцие Азербайджана ăсатма Мелеуз хулинчи предприяти тăратнă.

Азербайджана 18,5 тонна кăркка ашĕ ăсатнăАзербайджана 18,5 тонна кăркка ашĕ ăсатнă
Азербайджана 18,5 тонна кăркка ашĕ ăсатнă

Надзор ведомствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, РФ Патшалăх чиккинче ĕçлекен ветеринари надзорĕн уйрăмĕн специалисчĕсем суйласа илнĕ аш-какай продукцин тĕслĕхĕсем лаборатори тĕпчевĕсем витĕр иртнĕ, вĕсем çĕршыв-импортер ыйтнине тивĕçтереççĕ. Аш-какай продукцин мĕнпур партийĕ валли те экспорт ветеринари сертификачĕсем панă. Кăркка ашĕн партине чикĕ леш енне автомобильпе ăсатнă.

Çулталăк пуçламăшĕнчен Мелеузри предприяти Азербайджана 13 парти продукци тăратнă. Экспорта янă продукцин пĕтĕмĕшле виçи 234 тоннăпа танлашать.

Унччен маларах кăркка ашĕнчен хатĕрлесе шăнтнă 27 тонна çурма фабриката Конго Республикине ăсатнă.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас