Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
30 Июлӗн 2025, 11:30

Пушкӑртстан тулли Казахстанра та кирлĕ

Пушкӑртстанри управленийӗ Гафури тата Хайбулла районӗсенчи элеваторсем хатӗрленӗ 3455 тонна тулла Казахстана ăсатма хатĕрленĕ.

Пушкӑртстан тулли  Казахстанра та кирлĕПушкӑртстан тулли  Казахстанра та кирлĕ
Пушкӑртстан тулли Казахстанра та кирлĕ

. Кун пирки надзор ведомствин пресс-службинче пӗлтернӗ. Чукун ҫулпа ăсатмалли 62 вакунри тырӑ тĕслĕхĕсене фитосанитари хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсемпе килӗшӳллӗн Россельхознадзора пӑхӑнакан Пушкӑртстанри сӑнав лабораторийӗнче тĕрĕсленĕ. Хӑрушӑ карантин организмӗсемпе сиенлĕ кăпшанкăсене асăрхаман, тулă импортер ҫӗршыв ыйтнине тивӗҫтерет. Ют ҫӗршыва ӑсатас умӗн чукун ҫул ҫинчи 62 вакуна дезинфекцилени çинчен  надзор ведомствинче хушса каланă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас