

Ашшĕ-амăшĕсенчен чылайăшĕ шкул таварĕсене маларах туянмасть. Яланхи пекех август уйăхĕнче, сентябрь тĕлне хĕвĕшÿ пуçланать. Пĕтĕмĕшле статистика кăтартса панă тăрăх, ашшĕ-амăшĕсем шкула хатĕрленнĕ май укçа-тенке перекетлемеççĕ.
Иртнĕ çулхи июнь-июль уйăхĕсемпе танлаштарсан рюкзаксем 4% йÿнелнĕ: 4078 тенкĕ;
Шкул форми (пайламсăр) – 6% хаклăланнă: 3135 тенкĕ;
Канцеляри таварĕсемпе тултарнă пенал – 21% ÿснĕ: 1164 тенкĕ;
Кăранташсен/ручкăсен пуххи - +35%: 429 тенкĕ;
Тетрадьсен пуххи - +17%: 459 тенкĕ.
Кĕпесемпе блузкăсен хакĕ – 1078 тенкĕ (+7%);
Шăлаварсемпе юбкăсем – 949 тенкĕ (+7%);
Кроссовки – 2067 тенкĕ (+13%);
Туфлисемпе атă-пушмаксем – 2089 тенкĕ (+10%);
Футболкăсем – 621 тенкĕ (+10%).