Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
7 Августӑн 2025, 07:00

Чугун çулпа удобрени ăсатасси пилĕк хут ÿснĕ

Республикăра туса кăларакан ял хуçалăх химине ытларах экспорта ăсатаççĕ.

Чугун çулпа удобрени ăсатасси пилĕк хут ÿснĕЧугун çулпа удобрени ăсатасси пилĕк хут ÿснĕ
Чугун çулпа удобрени ăсатасси пилĕк хут ÿснĕ

Пушкăртстан предприятийĕсем июль уйăхĕнче чугун çулпа 26,7 пин тонна минераллă удобрени ăсатнă. Куйбышеври чугун çул пресс-службинче çак кăтарту 2024 çулхи июль уйăхĕпе танлаштарсан пилĕк хут нумайрах пулнине пĕлтернĕ.

Пурĕ июль уйăхĕнче чугун çул транспорчĕпе 26,7 пин тонна тĕрлĕ тиев ăсатнă. Çулталăкне им-çамсăр пуçне строительство хатĕрĕсене ăсатасси 41,7%,  215 пин тонна таран, химикатсемпе сода ăсатасси 0,3%, 133 пин тонна таран, ÿснĕ. Пушкăртстан содине туянакансен шутне çавăн пекех  Раççейри тата никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхĕн (СНГ) предприятийĕсем кĕреççĕ.

Пурĕ 2025 çулхи январь-июль уйăхĕсенче  «РЖД» уçă акционерлă обществăн станцийĕсенчен 13 млн тонна тĕрлĕ тиев ăсатнă.

Республикăри çулсенчен ытларахăшĕ Куйбышеври чугун çулне кĕрет, вĕсем тăрăх июль уйăхĕнче 4,4 млн тонна тиев ăсатнă. Çакă иртнĕ çулхи асăннă тапхăрпа танлаштарсан 8,5% сахалрах.

Кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче Куйбышеври чугун çул таврашĕнче вырнаçнă предприятисем 33 млн тонна тиев ăсатнă, çакă 2024 çулхи çичĕ уйăхрипе танлаштарсан 7,1% сахалрах. Ял хуçалăх химине ăсатасси вара 2,6%, 3 млн тонна ÿснĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас