+28 °С
Пӗлӗтлӗ


2025 çул пуçламăшĕнчен Пушкăртстан чикĕ леш енчи çĕршывсене 33 пин кубла метр пĕрене-хăмапа тивĕçтернĕ. Раççей ял хуçалăх надзорĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, пушкăрт йывăççинчен хатĕрленĕ строительство материалĕсем импортер-çĕршывсем ыйтнине туллин тивĕçтереççĕ. Пĕтĕмĕшле ăсатнă 792 парти фитосанитари сертификачĕсене илнĕ.