

2025 çулхи пĕрремĕш çурçуллăхра республикăра 113 млрд тенкĕлĕх апат-çимĕç тата ĕçмеллисем туса кăларнă. Апат-çимĕç производствин ÿсĕмĕ иртнĕ çулхи январь-июнь уйăхĕпе танлаштарсан 33 процентпа танлашнă.
«Çакă темиçе çул хушши отрасле аталантарас тĕллевпе ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕ», - ăнлантарса панă правительствăн вице-премьерĕ —ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов. – 2022 çултан пуçласа Пушкăртстанра апат-çимĕç промышленноçне çĕнетессине пулăшса пынă. Виçĕ çул хушшинче оборудованисене çĕнетме регион бюджетĕнчен 250 миллион тенкĕ уйăрнă. Çакă 100 ытла предприятине çĕнетме май панă.
Паянхи кун тĕлне республика хăйне чи кирлĕ апат-çимĕçпе - ÿсен-тăран çăвĕпе - 8 хут, сахăрпа - 6,9 хут, сысна ашĕпе - 262%, чĕрĕ томатпа - 155%, ĕне ашĕпе – 152%, çĕр улмипе – 132%, сĕт тата унран хатĕрленĕ продукципе – 122%, чĕрĕ хăярпа -112% - кирлинчен иртсе тивĕçтерет.