Пур хыпар та
Экономика
22 Сентябрӗн 2025, 17:00

«Башспирт» вырăнти фермерсенчен тырă туянса вĕсене пулăшать

 «Башспирт» компанин Çтерлĕ хулинчи филиалĕнче синтетика хутăшĕсене пăрахăçласа Пушкăртстан ырашĕпе тата çут çанталăкри ферментсемпе усă курни çинчен çирĕплетнĕ.

«Башспирт» вырăнти фермерсенчен тырă туянса вĕсене пулăшать
«Башспирт» вырăнти фермерсенчен тырă туянса вĕсене пулăшать

«Эпир вырăнти производительсене пулăшатпăр, Пушкăртстан уй-хирĕсенче ÿстернĕ ырашран спирт хатĕрлетпĕр», - пĕлтернĕ предприятин производство лабораторийĕн пуçлăхĕ. Ун сăмахĕсем тăрăх, кашни тырă партине ГОСТ ыйтнине тивĕçтерекен лаборатори тĕрĕслевĕ витĕр ирттереççĕ.

Çтерлĕри производство талăкне сакăр пин декалитр спирт туса кăларать. Предприятинче 540 çын ĕçлет. Чĕр тавара хута ярассине пĕтĕмпе автоматизациленĕ.

«Башспирт» компанинче продукцин хăрушсăрлăхне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Люкс» спиртра метанол тытăмĕ 0,001процентпа танлашать. ГОСТ нормативĕ тăрăх вăл 0,02% пулмалла. Тĕрĕслеве НР, Agilent,«Кристалл» газ хроматографĕсемпе ирттереççĕ.

Компанин производство лабораторийĕсене Росаккредитаци ыйтнине тивĕçтернĕ. Унта пĕтĕмпе çĕнĕ оборудованипе ĕçлеççĕ. Унта 3-25 çул ĕçлекен специалистсем тăрăшаççĕ.

«Башспирт» акционерлă пĕрлĕх спирт завочĕпе алкоголь продукцине туса кăларакан ликерпа эрех заводне пĕрлештерет. 2022  çулта Пушкăртстан Правительствин пахалăх енĕпе преми илме конкурс çĕнтерÿçи пулнă, пĕрре çеç мар «Раççейĕн чи лайăх 100 таварĕ» конкурсăн çĕнтерçине тухнă, халăхсен хушшинчи отрасль конкурсĕсенче ылтăн медальсем çĕнсе илнĕ. Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас