Пур хыпар та
Экономика
25 Сентябрӗн 2025, 15:00

2026 çулта Раççейре ĕç укçин чи пĕчĕк виçи ÿсĕ

Раççей правительстви ĕç укçин чи пĕчĕк виçине 20% ÿстерме палăртать.

2026 çулта Раççейре ĕç укçин чи пĕчĕк виçи ÿсĕ
2026 çулта Раççейре ĕç укçин чи пĕчĕк виçи ÿсĕ

Сĕннĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн 2026 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕршывра ĕç укçин чи пĕчĕк виçи (МРОТ) 27 пин те 93 тенкĕпе (Пушкăртстанра вăл пысăкрах пулĕ) танлашĕ. Асăннă йышăну 4,5 млн çыннăн шалуне ÿстерме май парĕ. Çавăн пекех ытти тÿлевсене, çав шутра отпускпа больница листисене, шутласа панă чух МРОТ кăтартăвне шута илеççĕ.

 - Президент МРОТ пурăнмалли минимумран иртнине палăртнă. Çакăн йышши индексаци  малашне те пулĕ. Çынсен тупăшне ÿстерессипе çыхăннă ыйтусене правительство яланах пысăк тимлĕх уйăрать, - тенĕ Михаил Мишустин премьер.   

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас