Пур хыпар та
Экономика
10 Октябрӗн 2025, 14:00

Пушкăртстан Швейцарине 20 тонна хуратăл кĕрпи ăсатнă

Россельхознадзорăн регионти управленийĕ Швейцарине ăсатмалли 20 тонна хуратул кĕрпине тĕрĕслени пирки надзор ведомствин сайтĕнче пĕлтернĕ.

Пушкăртстан Швейцарине 20 тонна хуратăл кĕрпи ăсатнă
Пушкăртстан Швейцарине 20 тонна хуратăл кĕрпи ăсатнă

Ÿсен-тăран карантинĕ, тырă тата вăрлăхсене тĕрĕслекен уйрăм специалисчĕсем суйласа илнĕ кĕрпе тĕслĕхĕсене Россельхознадзор ведомствин Пушкăртстанри ФГБУ «ВНИИЗЖ» филиалĕн лабораторинче тĕрĕсленĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх фитосанитари сертификачĕ панă, продукцие экспорта яма ирĕк панă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас