-21 °С
Пӗлӗтлӗ
Чишмари сахăр завочĕ Китая 2 пин тонна грануллă кăшман жомне сутнă. Асăннă продукта сахăр кăшманĕн каяшĕнчен хатĕрлеççĕ, вăл выльăхсемпе чăх-чĕпсемшĕн паха апат шутланать. ПР Россельхознадзор пĕлтернĕ тăрăх, октябрь уйăхĕнче Китайпа Корейăна республикăран 3,8 пин тонна кăшман жомне ăсатнă, çулталăк пуçланнăранпа асăннă выльăх апатне чикĕ леш енне 22 пин тонна сутнă.