Форум шайĕнче «Машинăсем тăвасси» («Машиностроение»), «Металл ĕçлекен» («Металлообработка») тата «Ĕпхĕвĕн инноваци хăвачĕ» («Инновационный потенциал Уфы») ятарлă куравсем ĕçлĕç. Кăçал мероприятие Раççейĕн 15 регионĕнчен 80 компани хутшăнĕ, вĕсенчен 45% - пуçласа.
Экспозицисем отраслĕн мĕнпур енне те пырса тивĕç: металпа ĕçлемелли оборудованисем, инструментсемпе оснастка; промышленность ĕçĕсем, тĕрĕслемелли-виçмелли машинăсемпе хатĕрсем; станок оснастки, шăратмалли тата лазер оборудованийĕсем тата ытти те.
Ĕçлĕ программа 32 мероприятинчен тăрĕ. Вĕсене Раççейри, Беларусипе Казахстан тата Кăркăстан республикисенчен 200 ытла федераллă тата регион эксперчĕ хутшăнĕ.