Пур хыпар та
Экономика
28 Ноябрӗн 2025, 18:00

Пушкăрт йĕтĕнне Китайра килĕштереççĕ

Россельхознадзор Пушкăртстанран Китая ăсатнă 1,1 пин тонна йĕтĕне тĕрĕсленĕ.

Пушкăрт йĕтĕнне Китайра килĕштереççĕ
Пушкăрт йĕтĕнне Китайра килĕштереççĕ

Россельхознадзорăн регионти управленийĕнче Абзелил районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕ Китая 1092 тонна йĕтĕн ăсатни çинчен пĕлтернĕ.

Çу паракан культурана 42 чукун çул вакунне тиенĕ, ăна надзор ведомствин ĕçченĕсем тĕрĕсленĕ тата  регистрациленĕ. Суйласа илнĕ йĕтĕн тĕслĕхĕсем лаборатори тĕрĕслевне иртнĕ.

«Этимологи, гербологи, гельминтологи, микологи экспертизисен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, йĕтĕн тĕслĕхĕсенче хăрушă карантин организмĕсене тупман. Ÿсен-тăран продукцийĕ импортер-çĕршыв ыйтнисене пĕтĕмпе тивĕçтерет», - тесе çырнă Россельхознадзор пĕлтерĕвĕнче.

2025 çулхи пĕрремĕш кварталта Пушкăртстан Европа пĕрлĕхне (ЕС) кĕрекен çĕршывсене , Еврази экономика пĕрлĕхне (ЕАЭС)  кĕрекеннисене, Узбекистана, Турцине, Израиле, Китая  13 307 тонна йĕтĕн ăсатнă. Экспорт таварĕсен тĕп калăпăшĕ Китай çĕршывне кайнă, унта 9 пин ытла тонна  сутнă. Беларусие  пирĕн çĕршывран   2,7 пин тонна, Казахстана 1,2 пин тонна ытла, Германипе Польшăна, Швейцарипе Турцине, Узбекистанпа Израиле пурĕ 355 тонна  ăсатнă.

Аса илтеретпĕр, «Тивĕçлĕ те тухăçлă ĕç тата ăнăçлă предпринимательство» наци тĕллевĕпе «Халăхсен хушшинчи коопераципе экспорт» наци проекчĕ пурнăçланать. Унăн тĕллевĕ – 2030 çул тĕлне чĕр тавар мар тата энергетика шутне кĕмен таварсен экспортне 2020 çулхипе танлаштарсан 70 процента çитересси.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас