Пур хыпар та
Экономика
12 Декабрӗн 2025, 13:00

Металл конструкцийĕсене хатĕрлемелли цех валли 220 млн тенкĕ уйăрĕç

Ĕпхÿ районĕн территоринче «Барвиха» компани металл конструкцийĕсене хатĕрлемелли цех хăпартĕ.

Металл конструкцийĕсене хатĕрлемелли цех валли 220 млн тенкĕ уйăрĕç
Металл конструкцийĕсене хатĕрлемелли цех валли 220 млн тенкĕ уйăрĕç

Проекта  правительствăри «Инвестици сехечĕ» канашлура ырланă.

Производствăпа склад корпусĕсене хăпартма тата оборудовани туянма проект хуçи 220 млн тенкĕ хута ярĕ. Унта 20 çын валли ĕç вырăнĕ уçăлĕ. Асăннă цех металлочерепица, профнастил тата сайдинг туса кăларассипе ĕçлĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас