Пур хыпар та
Экономика
15 Декабрӗн 2025, 14:30

Курттăм суту-илÿ çулталăкра 12% чакнă

Пушкăртстанра курттăм (оптовый) суту-илÿ 2025 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенче 1,3 трлн тенкĕпе танлашнă.

Курттăм суту-илÿ çулталăкра 12% чакнă
Курттăм суту-илÿ çулталăкра 12% чакнă

Росстат даннăйĕсем тăрăх çак кăтарту  иртнĕ çулхипе танлаштарсан 11,8% сахалрах пулнă.

Атăлçи федераллă округра тăхăр уйăх хушшинче  асăннă кăтарту 13,7 трлн тенкĕпе танлашнă, çулталăкне 3,8% чакнă.

Январь-октябрь уйăхĕсенче курттăм суту-илÿ 14 регионтан виççĕшĕнче çеç ÿснĕ. Кăтартусем Тутарстанра (7,3%), Эрĕнпур облаçĕнче (1,2%) тата Чĕмпĕр облаçĕнче (0,6%) çеç ÿснĕ.

Укçа-тенкĕ енчен илсен Атăлçи федераллă округра  курттăм тавар çаврăнăшĕ Тутарстанра (3,8 трлн тенкĕ), Чул хула (2,4 трлн) тата Самар (1,7 трлн)  облаçĕсенче  лайăх пырать. Пушкăртстан тăваттăмĕш вырăна тухнă. Чи пĕчĕк кăтартусем Марий Элта (146,4 млрд тенкĕ), Мордовинче (177,7 млрд) тата Чăваш Енре (313,8 млрд тенкĕ).

Пурĕ çĕршывĕпе курттăм тавар çаврăнăшĕ 2025 çулхи тăхăр уйăх хушшинче 3 процента чакса 129,4 трлн тенкĕпе танлашнă.

Çав вăхăтрах Пушкăртстанра январь-октябрь уйăхĕсенче уйрăм суту-илÿ çаврăнăшĕ 3,7% ÿссе 1,35 трлн тенкĕпе танлашнă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас