Асăннă укçа-тенкĕпе дронсене тĕрĕслевсем витĕр ирттерекен тата пилотсăр вĕçекен технологисен шайĕнче тăрăшакан специалитсен ĕç-хĕлне йĕркелекен центра тивĕçтерĕç. Çапла майпа хамăр çĕршывра пилотсăр вĕçекен аппаратсем туса кăларĕç, тĕрĕслевсем витĕр ирттерĕç. Центр «Зубово» технопаркра вырнаçĕ, унăн лаптăкĕ 10 пин тăваткал метрпа танлашĕ. Паянхи кун 21 технологи компанийĕ резидент шутне кĕнĕ.
Çавăн пекех укçа-тенкĕпе тĕрĕслевсем ирттерме тата пилотсăр вĕçекен авиаци системисене туса кăларма пысăк тĕллевлĕ оборудованисем туянĕç. Çакă çĕршыври пилотсăр вĕçекен аппаратсене туса кăларас ĕçе хăвăртлатĕ, резидентсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетĕ.