Пур хыпар та
Экономика
29 Кӑрлач , 15:00

Пушкăртстан Китая йĕтĕн ăсатассине ÿстерет

Россельхознадзорăн регионти управленийĕ Абзелил районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕ Китая 1,6 пин тонна йĕтĕн ăсатни çинчен пĕлтернĕ.

Пушкăртстан Китая йĕтĕн ăсатассине ÿстерет
Пушкăртстан Китая йĕтĕн ăсатассине ÿстерет

Китай халăх республикин тĕп таможня управленийĕ ыйтнипе çу паракан культурăн 71 партинчен суйласа илнĕ тĕслĕхсене Россельхознадзора пăхăнса тăракан Пушкăртстанри лабораторинче тĕрĕслев ирттернĕ.

«Этимологи, гербологи тата микологи экспертизисем йĕтĕнре хăрушă карантин организмĕсене тупман, - палăртнă надзор ведомствинче. – Управлени фитосанитари сертификачĕсене панă».

Маларах  Абзелил районĕнчи предприяти Китая 3,2 пин тонна çу паракан йĕтĕне ăсатнă.

«Тивĕçлĕ те тухăçлă ĕç тата ăнăçлă предпринимательство» наци тĕллевĕ шайĕнче «Тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕ пурнăçланать.  Унăн тĕллевĕ - 2030 çул тĕлне чĕр таварсен тата энергетика таварĕсен шутне кĕмен продукцин экспортне 70 процента çитересси.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас