Пушкăртстанра пурăнакан темиçе теçетке пин çын чĕри хушнипе Тăван çĕршыва хÿтĕлеме кайнă. Вĕсен йышĕ ÿссех пырать. Пушкăртстан пуçлăхĕ çулсерен Патшалăх Пухăвĕн - Курултайăн депутачĕсем патне тухакан уçă Çырура (Послани) тĕп задачăсенчен пĕри вĕсене пулăшу парасси тата мĕн кирлипе тивĕçтересси тесе каланă.
- Республика хамăрта пур майсене, РФ Оборона министерствин тÿлевĕсене шута илсе вĕсене тивĕçлĕ укçа-тенкĕпе туллин тивĕçтермелле. Ку – пĕрремĕшĕ.
Иккĕмĕшĕ – ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемье пайташĕсене социаллă пулăшу парасси. Иртнĕ çул эпир 12 çĕнĕ мера хушрăмăр, халĕ вĕсен шучĕ 55-пе танлашать. Мерăсем çар çыннисен тата вĕсен çемйисен пурнăçĕн мĕнпур сферине пырса тивеççĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче çар корреспонденчĕсене санаторипе курорт сиплевĕпе тивĕçтерессине те пăхса тухрăмăр.
Икĕ çул хушшинче асăннă тĕллевсене пурнăçа кĕртме уйăрнă укçа-тенкĕн хисепне икĕ хут ÿстертĕмĕр – 13, 4 млрд тенкĕрен пуçласа 30,5 млрд тенке çити, - тенĕ Радий Хабиров.