- Пушкăртстан ĕçре хастарлăх кăтартассипе тата усламçăсене илĕртессипе Наци инвестици рейтингĕнче малти вырăнсене пĕрремĕш çул мар йышăнать. Инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме уйăрнă çĕрсен калăпăшĕ икĕ хут ÿснĕ, 188 гектартан (2024 çул) пуçласа 423 гектара çитиччен (2025 çул). Çак кăтартусем влаçпа бизнес хушшинчи çыхăнусем тухăçлă пулнине çирĕплетеççĕ, - тенĕ ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ – çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Полянская.
Уйăрнă çĕр лаптăкĕсем çинче тĕрлĕ сферăри проектсем пурнăçа кĕреççĕ: нумай функциллĕ комплекссем, сывлăх сыхлав тата вĕрентÿ объекчĕсем хăпартасси, суту-илÿпе апатлану объекчĕсене, складсемпе производство хăвачĕсене аталантарасси. Çавăн пекех туризм, культура тата çул-йĕр объекчĕсене те пулăшусăр хăвармаççĕ.
2025 çулта ПР Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Бурзянпа Караидель, Белорецкпа Иглин, Мелеузпа Чишма, Ĕпхÿпе Туймазă, Дуванпа Учалă, Давлеканпа Баймак, Миякипе Ишимбай, Дюртюлĕпе Архангельск, Аскинпа Абзелил, Благовещенск районĕсенче тата Ĕпхÿпе Салават, Нефтекамскпа Октябрьски, Çтерлĕ хулисенче инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме суту-илÿсĕр çĕр лаптăкĕсем уйăрса панă.