+15 °С
Облачно


Компани ертÿçи Дмитрий Недорезков пĕлтернĕ тăрăх, асăннă проект шайĕнче пуçласа 21 çухрăмпа танлашакан шыв маршручĕ йĕркелĕç. Вăл туристсем кăмăллакан кану вырăнĕсене çыхăнтарĕ. Инвесторăн тĕп тĕллевĕ – хăнасене активлă кану валли тата вăхăта усăллă ирттерме хăтлă условисем сĕнесси. Çав вăхăтрах регионăн хăйне евĕрлĕ çут çанталăкне сыхласа хăварĕç.