2025 çулта республика бюджетне федераллă хыснаран 83 млрд тенкĕ килнĕ. Вĕсенчен 4 процентне çĕнĕ наци проекчĕсене уйăрнă. Тата 48 млрд тенкине республикăри предприятисемпе учрежденисене пулăшу туса панă. Çакăн пирки правительствăн канашлăвĕнче Пушкăртстанăн премьер-министрĕ Андрей Назаров пĕлтернĕ.
Андрей Назаров палăртнă тăрăх, регионсене федераллă бюджетран уйăрса паракан укçа-тенкĕн хисепĕ 3% ÿснĕ.
- Мĕнпур укçа-тенке ĕçлесе татнă: 98,5 % (82,1 млрд тенкĕ) алла илнĕ, наци проекчĕсем тăрăх – 99,6% (35,4 млрд тенкĕ), - палăртнă министрсен кабинечĕн пуçлăхĕ.
Кăçалхи пуçарусемпе проектсене пулăшу парас тĕллевпе тăратнă заявкăсен тухăçлăхĕ 72 процентпа танлашнă. Çакă 2025 çулхи кăтартусенчен самай нумайрах тесе пĕлтернĕ ПР экономика аталанăвĕн министрĕ Рустам Муратов.