Урал сасси
+10 °С
Ясно
Экономика
17 Марта , 08:00

Пушкăртстан валли виçĕ çĕнĕ «Финист» туянĕç

Кăçал Пушкăртстана «Финист» виçĕ электропоезд килсе çитмелле. Вĕсенчен пĕри – яланхи токпа ĕçлекен ЭС 104, иккĕшĕ – улшăнакан токпа ĕçлекен ЭС 105. Ĕпхÿрен Магнитогорска çитме шăпах çакăн поездсем кирлĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкăртстан валли виçĕ çĕнĕ «Финист» туянĕçПушкăртстан валли виçĕ çĕнĕ «Финист» туянĕç
Пушкăртстан валли виçĕ çĕнĕ «Финист» туянĕç

Çавăн пекех кăçал Ĕпхÿ – Самара çĕнĕ маршрут йĕркелеме тата Ĕпхÿ – Çтерлĕ, Ĕпхÿ – Эрĕнпур çÿрекен рейссен шутне ÿстерме палăртаççĕ. Çакăн пирки ПР Транспорт министерствин анлă коллегийĕ вăхăтĕнче пĕлтернĕ.

Паянхи кун хула тулашĕнчи маршрутсем çинче 18 инноваци составĕ ĕçлет, çав шутра – «Ласточкăсем», «Орлансем» тата тăватă ЭС 104 «Финист».

Автор:Ирида Матниязова