Урал сасси
+10 °С
Ясно
Экономика
26 Марта , 08:00

Пушкăрт чăххисем Узбекистана «вĕçсе» кайнă

Иглин районĕнчи Турбаслы салинчи чăх-чĕп предприятийĕ чăх-бройлерсен шăнтнă ашне, 30 тонна яхăн, Узбекистана ăсатнă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкăрт чăххисем Узбекистана «вĕçсе» кайнăПушкăрт чăххисем Узбекистана «вĕçсе» кайнă
Пушкăрт чăххисем Узбекистана «вĕçсе» кайнă

Ветеринари надзорĕн РФ патшалăх чиккинче вырнаçнă уйрăмĕн специалисчĕсем шăнтнă аш-какайăн тăватă партине тĕрĕсленĕ. Аш продукцийĕн тĕслĕхĕсем Раççей ял хуçалăх надзорне пăхăнса тăракан тĕрĕслев лабораторинче тĕпчевсем иртнĕ.

 - Тавар туса кăларакан экспорт сертификатне тивĕçнĕ, ăна «Цербер» ФГИС Экспортерсен реестрне кĕртнĕ. 2026 çул пуçламăшĕнчен Турбаслăри чăх-чĕп фабрики Узбекистана 287 тоннăпа танлашакан 40 парти аш-какай ăсатнă, - ăнлантарса панă Раççей ял хуçалăх надзорĕн управленийĕнче.   

Пушкăрт чăххисем Узбекистана «вĕçсе» кайнă
Пушкăрт чăххисем Узбекистана «вĕçсе» кайнă
Автор:Ирида Матниязова