

Пушкӑртстанри тирпейлекен производствӑсен кăтартăвĕсем пӗрремӗш кварталта иртнĕ çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан 6,3 процент ӳсни паллă.Март уйӑхӗнче ҫак секторти промышенность производстви 2025 çулхипе танлаштарсан 4% пысӑкрах пулнӑ. Электроэнергипе, газпа тата пӑспа тивӗҫтерекен секторта, сывлӑш кондиционерĕсене хатĕрлес ĕçре производство январь-март уйӑхӗсенче иртнĕ çулхи пӗрремӗш кварталпа танлаштарсан 1,1% ӳснӗ. Мартуйӑхӗнче çак кӑтарту пӗлтӗрхинчен 0,2 процент пысӑкрах пулнӑ.
Шывпа тивӗҫтересси, юхса каякан шыва тасатасси, коммуналлă хытă каяшсене пухасси , тасамарлӑха пӗтересси пӗрремӗш кварталта 7,9% чакнине кӑтартнӑ, март уйӑхӗнче асăннă кӑтарту иртнĕ çулхинчен 6,3% пӗчӗкрех пулнӑ.
Ҫӗр айӗнчи пуянлӑхсене кӑларакан секторта производство чакни палӑрать.Кăçал пӗрремӗш кварталти кӑтарту2025 ҫулхи январь-март уйӑхӗсемпе танлаштарсан 6,9% сахалрах, март уйӑхӗнче промышленность производстви иртнĕ çулхи çак уйăхпа танлаштарсан 6,8% пӗчӗкрех пулнӑ.
Пӗтӗмӗшле ҫӗршывĕпе илсен промышленность производстви март уйăхĕнче 2,3% ӳснӗ. Пӗрремӗш кварталта кӑтарту иртнĕ çулхипе танлаштарсан 0,3% ӳснӗ. Атӑлҫи федераллă округра пӗрремӗш кварталта промышленность производстви 1% ӳснӗ. Ӳсӗм 14 регионтан саккӑрӑшӗнче палӑрнӑ.