Урал сасси
+27 °С
Ясно
Экономика
19 Мая , 05:00

2025 çулта санаторисем 7 миллиард тенкĕ тупăш туса илнĕ

Пушкăртстанра 8 санатори ĕçлет, вĕсен учредителĕ республика шутланать тесе пĕлтернĕ ПР çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Полянская.

2025 çулта санаторисем 7 миллиард тенкĕ тупăш туса илнĕ2025 çулта санаторисем 7 миллиард тенкĕ тупăш туса илнĕ
2025 çулта санаторисем 7 миллиард тенкĕ тупăш туса илнĕ

Министр сăмахĕсемпе килĕшÿллĕн юлашки пилĕк çул хушшинче регионти сывлăх çурчĕсенче 405 пин ытла çын каннă. Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисен пайташĕсене уйрăм тимлĕх уйăраççĕ. Паянхи кун республикăри санаторисенче асăннă категорине кĕрекен 9,5 пин çын сипленнĕ.

2025 çулта республикăри санаторисем 7 млрд тенкĕ тупăш туса илнĕ. Сăмахран, «Якты-куль» - 444 млн тенкĕ, «Красноусольск» - 1,3 млрд тенкĕ, «Ассы» - 565,6 млн тенкĕ.

Санаторисенчен хыснана налук евĕр кĕрекен тупăш 24% ÿснĕ -  1,3 млрд тенкĕпе танлашнă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас