Урал сасси
+7 °С
Облачно
Экономика
22 Июня , 07:30

Инвестора патшалăх пулăшăвĕ парĕç

«Урал Терра» ОООна «Белорецк» социаллă пурнăçа мала иртсе аталанакан территори (ТОСЭР) резиденчĕсен шутне кĕртнĕ тесе пĕлтернĕ регионти Министрсен Кабинечĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Инвестора патшалăх пулăшăвĕ парĕçИнвестора патшалăх пулăшăвĕ парĕç
Инвестора патшалăх пулăшăвĕ парĕç

Асăннă компани хулара 30 млн тенкĕлĕх çул-йĕр комплексĕ хăпартма палăртать. Проектпа килĕшÿллĕн кунта талăкĕпе ĕçлекен кафе, пекарня, кану зонипе машинăсем тăратмалли вырăн, вырăнти фермерсемпе ал ĕç ăстисем валли суту-илÿ тумалли тÿлевсĕр лапам пулĕç.

ПР Экономика аталанăвĕн министерствинче палăртнă тăрăх, çакăн йышши проектсем предприниматель ĕç-хĕлне аталантарма, муниципалитетсен экономикине çирĕплетме, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма пулăшаççĕ. Сăмахран, кунта 10 çын ĕçлеме пултарать. 2027 çулхи  II кварталта строительство ĕçĕсене вĕçлеме тата комплекса уçма палăртаççĕ.      

Автор:Ирида Матниязова