

- Пушкăртстан стендне промышленность тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Иван Куликов çитсе курчĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ йышши тĕлпулусем иртрĕç, çав шутра - «Уралти сăрт-тупа металлурги компани» тĕп директорĕпе Андрей Козицинпа. Çавăн пекех Сибай – Подольск – Новорудная чугун çул линин строительствине, Хайбулла тăрăхĕнче социаллă инфраструктура объекчĕсене хăпартассине сÿтсе яврăмăр, - тенĕ Александр Шельдяев.
Республика делегацийĕ Раççейри Промышленность аталанăвĕн фончĕн директорĕпе Роман Петруципе тĕл пулнă май, регионти промышленность предпрятийĕсене пулăшу парассине те пăхса тухнă. «Полигон» наукăпа производство предприятийĕн инвестици проектне укçа-тенкĕ енчен пулăшасси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.
Форум ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Пушкăртстан Республики Луганск Халăх Республикипе, Чăваш Енпе, Карачаево-Черкессипе, «Флагком» ОООпа, «Холдинг ЭРСО» АОпа 2 млрд тенкĕлĕх 11 килĕшÿ тунă.