Урал сасси
+16 °С
Дождь
Экономика
17 Июля , 08:00

«Инвестици сехетĕнче» виçĕ проекта ырланă

Июль уйăхĕн 16-мĕшĕнче ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăри Инвестици комитечĕн ларăвне ирттернĕ. Шăпах унта çăмăллăхпа тивĕçтерекен тата агропромышленность комплексĕпе çыхăннă виçĕ проекта ырланă. Вĕсен пĕтĕмĕшле хисепĕ 556 млн тенкĕпе танлашать.

«Инвестици сехетĕнче» виçĕ проекта ырланă«Инвестици сехетĕнче» виçĕ проекта ырланă
«Инвестици сехетĕнче» виçĕ проекта ырланă

Çапла, «Акрос РБ» компани Ĕпхÿ районĕнче ял хуçалăх техники валли запас пайсем кăларакан цеха хăпартма 250 млн тенкĕ хывма хатĕр. Производствăна 2028 çулта хута яма палăртаççĕ. Кунта 25 ĕç вырăнĕ уçăлĕ. Предприяти çулталăкне 500 ытла тĕрлĕ агрегатпа запас пайсем кăларĕ.

Çавăн пекех «ТриА Девелопмент» компани Ĕпхÿ районĕнчех паянхи саманана тивĕçтерекен хăна çурчĕ хăпартĕ. Унта 45 пÿлĕм пулĕ. Инвестици проекчĕн хакĕ 221 млн тенкĕпе танлашать. Хăна çурчĕ те 2028 çулта хăйĕн алăкĕсене уçĕ.

«Сибур плюс» компани Шур Атăл юханшыв хĕрринче «Золотые пески» кану бази йĕркелеме 85 млн тенкĕ тăкаклĕ. Кану базинче хăна çурчĕсем, мунчасем, кафе-ресторан, мангал зонисем тата пляж пулĕç. Вун тăватă ĕç вырăнĕ йĕркелеме май паракан объект 2029 çулта уçăлĕ.

Мĕнпур проектсем приоритетлă статуса тивĕçнĕ, çавăнпа та вĕсем патшалăх çăмăллăхĕсемпе усă курĕç.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас