Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
28 Июлӗн , 14:00

Пушкӑртстанра АИ-95 бензин туса кăларасси ÿсет

Правительствăн оперативлă канашлăвĕнче ПР промышленность министрĕн çумĕ Эдуард Мустафин Пушкӑртстанра АИ-95 бензинпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса парасси пирки пĕлтернĕ.

Пушкӑртстанра АИ-95 бензин туса кăларасси ÿсетПушкӑртстанра АИ-95 бензин туса кăларасси ÿсет
Пушкӑртстанра АИ-95 бензин туса кăларасси ÿсет

Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫак маркӑллӑ топливăн производстви кунран-кун ӳссе пырать. Чылай автозаправкăра топливӑн пур тӗсӗ те пур ӗнтӗ, апла пулсан та хальлĕхе çын пуçне 30 литртан ытла памаççĕ.

-Топливо рынокĕ майӗпен йӗркеленсе пырать, анчах республикӑра лару-тӑру кирлĕ шая çитмен-ха. Ҫавӑнпа  та горючи сутмалли чарусем хальлӗхе сыхланса юлӗҫ, - ӑнлантарса панă Эдуард Мустафин.

Канашлура Ишимбай, Салават, Çтерлĕ хулисенчен те сахал мар ыйту килнӗ. Министр ҫумӗ Çтерлĕ хулинчи лару-тӑрӑва лайăхлатма хушма бензовозсем янине, вӗсем çывăх вăхăтра килессине пĕлтернĕ. Салават хулине  топливӑна вырӑнти базӑсенчен илсе килмеҫҫӗ,   ҫавна пула тавар çул çинче тытӑнса тӑма пултарать. Стерлĕпуç районӗнче пӗр заправка çеç ĕçлет, çавăнпа та спикер бензин сутассине ÿстермелли пирки пĕлтернĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас